Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнчи ҫынсем концерта пухӑннӑ. Уй урамӗнче пурӑнакан 5–15 ҫулсенчи ачасем ял ҫыннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Культура ҫурчӗн заведующийӗ концерта ертсе пынӑ. Уй урамӗ учительсемпе, спортсменсемпе, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсемпе пуян. Кунта алӗҫне юратакан ҫынсем те пурӑнаҫҫӗ.
Ачасем сцена ҫинче хаваслӑ, ташлама хӗтӗртекен юрӑсем шӑрантарнӑ. Куракансем вара вӗсемпе пӗрле юрланӑ.
Уй урамӗнче пурӑнакансем ачасем валли уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Унта кукӑль таврашӗ, пулӑ, пылак ҫимӗҫ лартнӑ. Кӳршӗ-аршӑ тӗл пулса калаҫмалли сӑлтав та ку. Кунашкал мероприятисем ҫынсене пӗр тӗвве пухаҫҫӗ, туслӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫынсем кун пек концерта кашни ҫулах йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.
Чваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак кунсенче республикӑри тӗрлӗ районта пулса унти лару-тӑрупа паллашать. Ӗнер вӑл Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Димитриевпа курнӑҫнӑччӗ. Паян республика ертӳҫи Вӑрмар районне ҫитсе Александр Тихонов сити-менеджерпа тӗлпулнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шкулсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ. Александр Тихонов Элтепере ӗнентернӗ тӑрӑх, юсав планпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Икӗ шкулта спорт залӗсене ҫӗнетеҫҫӗ. Спорт оборудованине туянма вырӑнти хыснаран та укҫа уйӑраҫҫӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен юсани пирки калаҫнӑ май юсав валли халӑхран укҫа пухассине лайӑхлатмалли пирки те сӑмах хускатнӑ. Вӑрмарсене Элтепер газ укҫипе вӑхӑтра татӑлса пымалли ҫинчен те аса илтернӗ.
Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ.
Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ.
Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ.
Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ.
Росздравнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Вӑрмар тата Шӑмаршӑ пульницисенче тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсенче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Ведомство ӗҫченӗсем пульницӑсене иккӗмӗш хут килсен тӗп тухтӑрсене штрафланӑ. Вӑрмар районӗн пульницинче эмел препарачӗсене упранӑ чухне унчченхи пекех йӗркене пӑснӑ-мӗн. Тӗп тухтӑра 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи пульницӑра вара пациентсене тӳлевсӗр эмелсем парас йӗркене пӑснӑ. Куншӑн тӗп тухтӑрӑн 15 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивнӗ.
Вӑрмар вулавӑшӗн ӗҫченӗ С.М.Александрова клуб заведующийӗпе Л.А.Рыжовӑпа пӗрле ачасемпе Мультпарад ирттернӗ. Ачасем унта хаваспах хутшӑннӑ.
Ачасем юратнӑ мультфильмӗсенчи сӑнарсенчен ырра усалран уйӑрма вӗреннӗ. Ҫав кун шӑпӑрлансем мультфильм мӗнле ҫуралнине пӗлнӗ.
Ачасене мультфильмри сценкӑсене кӑтартнӑ. Залра «Юратнӑ юмах — юратнӑ мультфильм» йӗркеленӗ.
Лайӑх мультфильм ачасене туслӑхне ҫирӗплетме пулӑшать. Мульпарадра шӑпӑрлансем ҫакна питӗ лайӑх ӑнланнӑ.
Ку Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пулнӑ. Судьяра ӗҫлекен арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер яла кайсан икӗ ҫынна хур кӑтартнӑ.
Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл яла кайнӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, хӑйӗн иномаркинчен тухса ялти 60 ҫулти хӗрарӑмпа ятлаҫма тытӑннӑ. Арҫын ӑна тӗксе янӑ, лешӗ ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Кунпа та лӑпланман тӳре — урипе тапнӑ, кайран аллинчен ярса тытнӑ та хуҫнӑ.
Ҫакна хӗрарӑмӑн 32 ҫулти ывӑлӗ курнӑ. Вӑл амӑшне хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах тӳре ӑна та хӗнеме тытӑннӑ. Тӳре тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнчи пӗр коммерци организацийӗн директорне улталаса тупӑш тунӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ҫуртсене тӗпрен юсамалли ӗҫсене пурнӑҫланӑ чухне улталанӑ.
Директор тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче републикӑри капюсав фончӗ коммерци организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Фирма нумай хваттерлӗ виҫӗ ҫурта юсама шантарнӑ.
Фирмӑн ҫуртсенче 16 пин тенкӗ тӑракан счетчик вырнаҫтармалла пулнӑ. Чӑннипе вара кунран йӳнӗрех счетчик лартнӑ. Юлнӑ укҫа-тенке вара кӗсьене чикнӗ. Пӗтӗмпе – 32 пин ытла тенкӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнче вырӑнти потребкооперацин обществин аптекин заведующийӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑма судпа айӑпланӑ. Алефтина Федорова фармацевта шаннӑ ют пурлӑха вӑрланӑшӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе суда илсе ҫитернӗ.
Хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнчен тытӑнса 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗччен усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 500 пине яхӑн укҫана хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ.
Аптека заведующийӗнче тӑрӑшнӑскер хӑйӗн айӑпне йышӑннине, тӑкакӑн пӗр пайне хӑй кӑмӑлӗпе саплаштарнине кура ӑна икӗ ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ, тӗрӗслев вӑхӑтне 1 ҫул та 8 уйӑхлӑха панӑ. Республика прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, ют укҫана куҫ хывнӑ тата хапсӑннӑ хӗрарӑма укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫре тӑрӑшма икӗ ҫуллӑха чарнӑ.
Тыр-пул, пахча ҫимӗҫ лартас вырӑнне ҫумкурӑк ашкӑрать. Республикӑра кунашкал 100 пин гектар ҫӗр выртать. Ытларахӑшӗ — Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Улатӑр, Канаш, Элӗк районӗсенче.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Плешков каланӑ тӑрӑх, техника сахал, халӑх кар тӑрса ӗҫлесшӗн мар. Районта пушӑ выртакан ҫӗрсемпе ҫӗр надзорӗ кӑсӑкланма пуҫланӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енӗн ҫӗр фондӗнче 2 миллиона яхӑн гектар. Ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли. Тӳре-шара ӑна урӑх категорие куҫарасшӑн. Анчах ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗрсем ҫинче юлашки вӑхӑтра коттеджсем ӳссе ларнӑ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Раҫҫей Президенчӗ кунашкал ҫынсенчен ӑна туртса илсе ҫӗрпе ӗҫлеме юратакансене пама сӗннӗ.
Патшалӑх вӗсене пулӑшма хатӗр. Анчах ҫӗр амнистийӗпе 9 лаптӑк хуҫи ҫеҫ усӑ курнӑ.
Вӑрмар районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи тӗп вулавӑш «Чӑваш поэзийӗн улӑпӗ» портрет-курава йыхравлать.
Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа паян 135 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалланӑ та вулавӑш ӗҫченӗсем черетлӗ курава. Н. Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанӑн Аксу районне кӗрекен Ҫӗнӗ Ӳсӗл ялӗнче ҫуралнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Чӑваш ҫыравҫисенчен Полоруссов-Шелепи чи малтан (1936-мӗш ҫулта) халӑх поэчӗ ята тивӗҫнӗ, ордена та чи малтан илнӗ — тепӗр виҫӗ ҫултан, 1939-мӗшӗнче, ӑна «Хисеп Палли»-пе чысланӑ.
Пӗрремӗш сӑввине «Хыпар» хаҫатра пичетленӗ. 1926 ҫултанпа вӑл пуҫӗпех литературӑна путать: сатирӑлла сӑвӑсем, ҫар темиллӗ сӑвӑсем, ача-пӑча валли хайлавсем ҫырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |